Чӑваш чӗлхи кунӗ

Чӑваш чӗлхи кунӗ

Акан 25-мӗшӗнче кашнии ҫулах Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Вӑл Иван Яковлев ҫуралнӑ кунпа тӳр килет. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпе пур чӑваш халӑхӗшӗн ӗҫленӗ, чӑваш ачисем валли шкулсем уҫнӑ, алфавитпа букварь тунӑ. Ҫак ятпа пирӗн шкулта сахал мар ӗҫ пулса иртрӗ.Вӗренекенсем ҫутта кӑлараканӑн пурнӑҫӗпе пултаруллӑхӗпе паллашрӗҫ,тӗрлӗ конкурссем иртрӗҫ.Унӑн калавӗсене ачасем киленсех вуларӗҫ. Вӑл чӑвашсене халалланӑ халалне ӑса илчӗҫ.Чӑваш чӗлхи кунӗ чӑннипех те тухӑҫлӑ тата усӑллӑ иртрӗ.

Фотогалерея