Паян Ака уйӑхӗн 24- мӗшӗнчӗ "Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2024" акци иртрӗ .Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Пирӗн шкулти 7-10 классенче вӗренекенсем ҫак акцие хаваспах хутшӑнчӗҫ. Паллах, диктант ҫырма пуҫличчен, ачасем орфографипе пунктуаци правилисене аса илчĕç.
Эпир вара хамӑр чӑваш пулнишӗн мухтанатпӑр,та савӑнатпӑр ,чӑваш чӗлхине чунтан юрататпӑр.
Паянхи акци усăллă та тухӑҫлӑ иртрӗ.
Ӑнӑҫу сунатпӑр вӗренекенсене!